Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тунсӑх (Волгин В.)

Кӗркунне сӑнӗсем илӗртеҫ таврара:
Вӑрман ылтӑн тумпа пӗркенет,
Лӑпкӑ-лӑпкӑ садри шӑнкӑр-шӑнкӑр шывра
Кӗленче пек тӳпе чӳхенет.

Астӑватӑп аван: иртнӗ ҫул та ҫапла
Кавир пек ешеретчӗ калча.
Ун чухне эп пӗрремӗш хутчен санпала
Тӗл пулсаттӑм—именчӗк ача.

Сан ҫинчен шӑп ҫулталӑк айван пуҫӑмпа
Шухӑшларӑм эп сӑвӑласа.
Юрату ӑшшипе хӗрнӗ яш чунӑмпа
Эп шанаттӑм эс те савасса...

Кӗркунне кунӗсем илӗртмеҫҫӗ текех,
Курсанах вӗсен капӑр сӑнне,
Эсӗ сулхӑн, сив кӑмӑллӑ пулнӑ пекех,
Тем хӗсет манӑн яш чӗрене.

Вырӑслараи Н. Евстафьев куҫарнӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-07 08:55:52 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2696 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем